Ял пурнӑҫӗ
Чӑваш Енри ялсенче Wi-Fi урлӑ тӗнче тетелне кӗресси анлӑ сарӑлать. Асӑннӑ оборудование цифра тан марлӑхне пӗтерес проекта пурнӑҫласа «Ростелеком» предприяти вырнаҫтарать. Ҫывӑх вӑхӑтра 18 пӗчӗк яла ҫак ҫыхӑну ҫитмелле. Вӗсенче 7 пине яхӑн ҫын пурӑнать. «Ростелеком» акционерсен обществи пӗлтернӗ тӑрӑх, ялта Wi-Fi сетьпе усӑ куракансен йышӗ 12 хута яхӑн ӳснӗ. Пӗтӗмӗшле йыш 36 пине яхӑн ҫынна ҫывхарнӑ. Иртнӗ ҫулти трафик 2,5 хут ӳснӗ, 9,5 Тб-па танлашнӑ. Интернет-сесси вӑтамран икӗ сехете тӑсӑлнӑ. Цифра тан марлӑхне петерес тӗллевпе «Ростелеком» пирӗн республикӑра 1000-е яхӑн километров лини сарнӑҫав шутран 370 метрне – 2018 ҫулта. Ҫапла вара тӗнче тетелне Wi-Fi урлӑ кӗме 111 ялти 39 пин ҫынна май туса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Сар.ru сӑнӗ Патӑрьел тӑрӑхӗнче район шайӗнче иртнӗ «Ҫулталӑк ҫынни — 2018» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Хальхинче унта тӗрлӗ ялтан 12 ҫын хутшӑннӑ. Кун пирки район администрацийӗн официаллӑ порталӗ хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫулшӑн «Ҫулталӑк ҫынни» ята республикӑри «Чикӗ хуралҫисен тӑванлӗхӗ» пӗрлӗхӗн районти уйрӑмӗн ертӳҫи Анатолий Быков тивӗҫнӗ. Ӑна тунтикун, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура дипломпа тата «Ҫулталӑк ҫынни — 2018» конкурс ҫӗнтерӳҫин кубокӗпе чысланӑ. Палӑртса хӑвармалла, ҫак сумлӑ ята пӗлтӗр хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи, Патӑрьел тата Шамӑршӑ районӗсен вӗлле хурчӗ ӗрчетес енӗпе ӗҫлекен зоотехник-консультанчӗ Николай Пирожков ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн Нарӑсӑн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Шоркка ялне васкавлӑ медпулӑшу машини килнӗ, анчах вӑл чирлӗ ҫын патне ҫитеймен – ҫул ҫинче кӗрсе ларнӑ. Ял ҫыннисем машинӑна тӗкнӗ вӑхӑтра фельдшер чӑтса тӑрайман – ватӑ ҫын патне пулӑшма кайнӑ. Ҫав кун Шоркка ялӗнчи ватӑ ҫыннӑн юн пусӑмӗ хӑпарнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу яла вӑхӑтрах ҫитнӗ-ха, анчах пӗр урамра кӗрсе ларнӑ. Ял ҫыннисем те айккинче юлман – пулӑшма васканӑ. Кам вӗрен, кам кӗреҫе йӑтнӑ. Ҫав вӑхӑтра фельдшер чирлӗ ҫын патне ҫуранах утнӑ. Утмалли вара сахал мар – 1 ҫухрӑм ытларах. Юрать, васкавлӑ медпулӑшу машинине те йӗркеллех кӑларнӑ. Шӑпах КамАЗ иртсе пынӑ, вӑл туртса кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Ҫӗмӗрле районӗнчи Триер ялӗнче пӗртен пӗр ҫын кӑна пурӑнать. Вӑл та пулин ватӑ. Триер ялӗ Ҫӗмӗрле хулинчен 25 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Унта тӗпленнӗ Нина Карпинская унччен хӑйех хӗл каҫмалӑх вутӑ хатӗрленӗ. Ара, ялта газ ҫук. Хӗлле кашни кунах кӑмака хутмалла. Кӑҫал вара Нина аппа вӑрмана вутӑ-шанкӑ хатӗрлеме ытлах ҫӳреймест. Кӑҫал Нина Карпинская пулӑшу ыйтнӑ. Ӑна Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов пулӑшма шантарнӑ. Депутат сӑмахне тытнӑ. Ҫак кунсенче Нина аппа патне пӗр машина вутӑ тиесе килнӗ. Халӗ вутӑ тепӗр хӗл валли те ҫитет. Палӑртмалла: Нина Карпинская Триер ялне 55 ҫул каялла качча килнӗ. Халӗ вӑл сурӑхсем, качака, йытӑ, кушак тытать. Унччен ӗнепе лаша та пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Красноармейски районӗнчи мӗнпур ялти мӗнпур урама ҫутӑ кӗртме палӑртаҫҫӗ. Ҫакна район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов Анаткасси ялӗнче унта пурӑнакансемпе ирттернӗ пухура шантарнӑ. Алесандр Кузнецов унччен Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ чухен вырӑнти ялсене хатлӑх кӗртессипе чылай ӗҫленине ҫак йӗркесен авторӗ вырӑна кайсах курнӑччӗ. Халӗ, ав, Красноармейски районӗнче те вӑл ҫавӑн пек йӗрке тӑвасшӑн иккен. Ҫутӑшӑн тӳлесе тӑкакланнине чакарас тесе энергие перекетлекен лампӑсем ҫине куҫараҫҫӗ. апла утнине пула иртнӗ ҫул вӗҫӗ тӗлне 3 миллион тенкӗ ытла укҫа перекетлеме май килнӗ. Ял тӑрӑхӗсем ыйтнипе хунар туянма вӗсене 1 миллион тенкӗ укҫа уйӑрса панӑ. Ҫитес икӗ ҫулта районти мӗнпур ялти мӗнпур урама ҫутӑ кӗртме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Нумаях пулмасть республикӑра ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн ялсенче пурӑнакансем те, хулара тӗпленнисем те пӗр хак тӳлеме пуҫларӗҫ. Ҫӗнӗлӗх сахал мар калаҫтарать, уйрӑмах – ял ҫыннисене. Унта квитанцисем килеҫҫӗ, ҫӳп-ҫап пӑрахмалли вырӑн вара халӗ те ҫук. Чылай ҫӗрте ҫӳп-ҫапа тиесе те каймаҫҫӗ. Мӗншӗн ял ҫыннин хулари ҫынпа пӗр тан тӳлемелле? Ялта пурӑнакансем хут таврашне ҫунтараҫҫӗ, ҫимӗҫ юлашкисене тислӗк купи ҫине пӑрахаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа, кашни кун тухса пемешкӗн ҫӳп-ҫап та ҫук. ЧР Элтеперӗ Михаи Игнатьев та ҫак ҫитменлӗхе асӑрханӑ: чылай ял «ҫӳп-ҫап реформине» кӗтсе илме хатӗр мар, чылай ҫӗрте контейнерсем ҫук. Элтепер район пуҫлӑхӗсене ҫулталӑк вӗҫӗччен ҫак ыйтӑва татса пама хушнӑ. ЧР Строитесльвто министерствине вара ялсенче пурӑнакан ҫынсем валли тӳлеве пӑхса тухма ыйтнӑ. Элтепер шухӑшӗпе, халӑхран мӗн чухлӗ ҫӳп-ҫап илсе тухнине шута илмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Халӑхран пухакан сӗт хакӗ Чӑваш Енри ялсенче хӑпарнӑ. Кун пирки республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви ведомствӑн агроапат-ҫимӗҫ рынокне йӗркелекен сектор хыпарлани тӑрӑх пӗлтерет. Сӗте халӑхран пӗр литрне вӑтамран 19 тенкӗ те 30 пуспа пухаҫҫӗ. Ку вӑл унчченхи ҫулхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 8,8 процент, е 1 тенкӗ те 70 пус, пысӑкрах. Тӗрлӗ районта тӗрлӗ хакпа пухаҫҫӗ. Улатӑр районӗнчех, ав, пӗр литр хакӗ 17 тенкӗрен пуҫласа 21 тенке те 50 пуса ҫитет. Сӗт хакне Йӗпреҫ районӗнче 1 тенкӗ ӳстернӗ, Комсомольскипе Елчӗк районӗсенче — 50-шар пус. Халӑхран тата хуҫалӑхсенчен пухнӑ сӗте тирпейлекен предприятисем вӑтамран 23 тенкӗ те 35 пуспа туянаҫҫӗ. Юлашки эрнере савутсем, сӑмах май, хака 10 пус чакарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
"Контактра" халӑх тетелӗнчен илнӗ сӑн «Ҫӳп-ҫап реформи» пурнӑҫа кӗнӗ-ха, анчах ҫӳп-ҫапа ялсенчен илсе тухас ӗҫ пур ҫӗрте те йӗркеленсе ҫитеймен. «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Кавал – манӑн пӗчӗк Тӑван ҫӗршыв» ушкӑнра ялта ҫӳп-ҫап сапаланса выртнине сӑн ӳкерсе лартнӑ. Вӑрмар районӗнчи Кавал ялӗнче ӑпӑр-тапӑра пухма контейнер ҫук. Вырӑнти администраци ҫӳп-ҫап пухмалли вырӑна палӑртнӑ, анчах контейнер лартман. Ҫынсем ӑпӑр-тапӑра ҫав вырӑна ҫӗр ҫине купаласа хунӑ. Анчах ҫиллӗ ҫанталӑкра ял тӑрӑх ҫӳп-ҫап вӗҫет. Етӗрне хулинче вара урӑхла лару-тӑру – администраци контейнерсем илсе килнӗ, анчах вӗсене кутӑн май лартнӑ. Аса илтерер: юпа уйӑхӗнчен пуҫласа «Экоцентр» ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн ҫын пуҫне 74,44 пус тӳлемелле. Кӑҫалтан ку хак ӳснӗ: 75 тенкӗ те 70 пус. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Анжелика Патьянова тунӑ сӑн Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Акчикасси ялӗнче пурӑнака Елена Патьянова юртан танк ӑсталанӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата унӑн хӗрӗ Анжелика каласа кӑтартнӑ. Елена Патьянова саккӑрмӗш ҫул ӗнтӗ юртан кӳлепесем ӑсталать. Кӑҫал та вӑл килӗ умне илемлетнӗ. Хальхинче вӑл юртан Т-34 танк ӑсталанӑ, ӑна сӑрланӑ. «Анне совет танкне Мускаври музейра курнӑ та ӑна юртан ӑсталама шухӑшланӑ. Вӑл ӗҫрен килет те ҫур ҫӗр ҫитиччен тенӗ пекех юртан тата пӑртан кӳлепе ӑсталать. 4 кунран танк хатӗр пулчӗ», - каласа кӑтартнӑ Анжела. Пальяновсен килӗ умӗнче танксӑр пуҫне Хӗл мучи, Юр пике, Юр кӗлетке, йытӑ, сысна ҫурисем те пур. Вӗсене вара ҫемйипех ӑсталанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Николай Иванов тунӑ сӑн Шупашкар районӗнчи Шӑнкас ялӗнче пурӑнакан Ивановсен ҫемйи Ҫӗнӗ ҫула тӗплӗн хатӗрленнӗ. Вӗсем пӳрте шалтан кӑна мар, тулаш енчен те капӑрлатнӑ. Николайпа Ирина Ивановсем ҫак илеме тӑвас тесе пӗр каҫ кӑна тӑрӑшман. Малтанах вӗсем ачасем валли ҫутатакан тӑвайкки ӑсталанӑ, юр кӗлеткене тата сысна кӗлеткине юртан тунӑ. Юнашарах елка лартса ӑна илемлетнӗ. Кунсӑр пуҫне пӳрт, карта-сарай таврашне йӑлтӑртатакан гирляндӑсем ҫакнӑ. «Ҫынсене килӗшет, ҫакӑ савӑнтарать. Пурте пырса сӑн ӳкерӗнеҫҫӗ. Ачасем вара пӗрмай выляҫҫӗ, тӑвайккинчен ярӑнаҫҫӗ. Ӑна чылай вӑхӑт турӑмӑр, юра кӳршӗсенчен те вӑрлама тиврӗ», - йӑл кулса пӗлтернӗ Николай «Про Город» хаҫата. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф ҫуралнӑ. | ||
| Пиктемир Николай Никитич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефимов Лев Архипович, чӑваш ҫыравҫи, историкӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |